Китайри Гуйчжоу провинцире Вырӑс чӗлхи вӗренмелли центр уҫӑлнӑ. Тепӗр специалистсем каланӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине пӗлекенсем китай чӗлхине те ӑша хӑвӑрт хываҫҫӗ.
Центр уҫма И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Делегацире Владимир Иванов ректор, аслӑ шкулӑн ӑслӑлӑх тата инноваци ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Кириллов, шкул ҫулне ҫитменнисен, коррекци педагогикин тата психологи факультечӗн деканӗ Игорь Кожанов пулнӑ.
ЧППУ Гуйчжоури педагогика университечӗпе килӗштерсе ӗҫлет. Чӑваш Енри ҫак аслӑ шкулта пӗлӳ илекенсем Китайри асӑннӑ аслӑ шкулта стажировка ирттереҫҫӗ.
Гуйчжоу провинцийӗн тӗп хулинчи, Гуйянти, 10-мӗш вӑтам шкулта та пулнӑ делегаци. Унта та килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Абакан хулин мэрӗ Николай Булакин ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Хакас Республикин тӗп хулин пуҫлӑхӗ сарӑмсӑр вилӗмпе куҫ хупнине ТАСС информаци агентствине Хакас Республикин правительствин пресс-службинче ҫирӗплетнӗ.
Пӑтӑрмах Красноярск крайӗнчи Топольки ялӗ тӗлӗнче пулнӑ. Николай Булакин тытса пыракан «Ford» автомобиль Р-257 «Енисей» трассӑпа пынӑ чух ҫул айккине чӑмнӑ, йывӑҫа пырса тӑрӑннӑ. Ҫакӑн пек малтанласа пӗлтернӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем. Инкекре вырӑнтах вилнӗ мэр.
Булакин 1952 ҫулхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Томскра ҫуралнӑ. Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Мускав облаҫӗнчи конструктор бюровӗнче инженерта ӗҫленӗ. Мускаври авиаципе технологи институтӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ. Техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Красноярскри политехника институчӗн Абаканти филиалӗнче ӗҫленӗ. 1995 ҫулта ӑна Абакан мэрӗ пулма суйланӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Вакансисен ярмӑркки» иртнӗ. Унти 1-мӗш тата 2-мӗш ҫул вӗренекен ординаторсемпе Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан пульницӑсенче ӗҫлекенсем курнӑҫнӑ. Тӗлпулӑва ЧПУ ректорӗ Андрей Александров, медицина факультечӗн деканӗ Валентина Диомидова, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин кадрсемпе тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Анастасия Борисова хутшӑннӑ.
Ярмӑрккӑна аккредитациленӗ хатӗр специалистсене — участокри терапевтсене тата педиатрсене — ӗҫе йыхравлас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Тӗлпулӑва Тӗп клиника центрӗн, Хулари иккӗмӗш пульница, Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин, Хулари 1-мӗш клиника пульницин, Хулари ача-пӑча клиника пульницин, Республикӑри инкексен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӑн центрӗн, Етӗрнери тӗп район пульницин, Республикӑри кардиологи диспансерӗн тӗп врачӗсем пынӑ.
Сӑмах май каласан, «Земство тухтӑрӗ» программӑпа 451 врач яла ӗҫлеме кайнӑ.
Кӑмпа вӗҫӗм ҫини хӳтӗлет простата ракӗнчен. Кӑмпа аслӑ ҫулхисемшӗн уйрӑмах усӑллӑ. Пӗтӗмлетнӗ кун пек Японири Тохоку университечӗн ӑсчахӗсем. Чылай вӑхӑт сӑнанӑ вӗсем 36,5 пин ытла арҫынна.
Сӑнанӑ 40 ҫултан пуҫласа 79 ҫулчченхи арҫынсене. Вӑл ҫынсем Мияга тата Осака префектурисенче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсене сӑнама пуҫланӑ 1990-мӗш тата 1994-мӗш ҫулсенче, вӗҫленӗ 2014-мӗш тата 2008-мӗш ҫулсенче. Арҫынсене тултарма ыйтнӑ анкета. Вӗсем кӑмпа ҫинине, хускалнине, сиенлӗ йӑлапа (пирус туртнине, эрех ӗҫнине) айкашнине, пӗлӗвне, ҫемьене, историне шута илсе пынӑ.
Сӑнава хутшӑннисенчен 3,3 проценчӗ простата ракӗпе чирленӗ. Кӑмпа эрнере пӗрре е икӗ хутран ытларах ҫиекенсен рак сарӑлас хӑрушлӑх 8 процент пӗчӗкрех.
Чӑваш Ен тӗп хулинче ҫуралнӑ Евгения Леванова тӗнче чемпионки ята пилӗкмӗш хут тивӗҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Нумаях пулмасть вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пулас журналистсемпе тӗл пулнӑ. Ҫамрӑксем унран ӳлӗмрен, спорт карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн, кам пулас килни пирки ыйтнӑ. Евгения аслӑ шкулта вӗренме, спорт журналисчӗ пулма ӗмӗтленет.
Евгения ашшӗ-амӑшӗ, Екатерина Леонидовна тата Анатолий Юрьевич, сӑмах май, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Чемпионкӑн кукашшӗ Леонид Георгиевич Ефремов (1948—2016 ҫҫ.) Чӑваш патшалӑх университетӗнче проректор пулса 26 ҫул ӗҫленӗ. Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, профессор пулнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан студентсем Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн укҫине тивӗҫӗҫ. Грант уйӑрасси ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Элтепер укҫине памалли 10 ҫамрӑк йышӗнче ҫаксем: Сергей Емелин тата Ксения Прокопьева (Регионсем хушшинчи комметенци центрӗ – Шупашкарти электромеханика колледжӗ), Алексей Лазарев (Улатӑрти технологи колледжӗ), Сафар Назмутдинов (Канашри транспортпа энергетика техникумӗ), Василий Никитин тата Никооай Хурамаев (Шупашкарти апатланупа коммерци техникумӗ), Елена Павлова тата Екатерина Шилова (Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ колледж), Нина Романова (Канашри педагогика колледжӗ), Андрей Степанов (Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ. Вӗсем 2019-2020 ҫулсенчи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ илсе тӑрӗҫ.
Шупашкарти коопераци институтӗнче Австри учёнӑйӗн, Хӗвелтухӑҫ Европа специалисчӗн, философи докторӗн Андреас Каппелерӑн «Чуваши. Народ в тени истории» (чӑв. Чӑвашсем. Истори сулхӑнӗнчи халӑх) кӗнеки пичетленнӗ. Кун пирки эпир аслӑ шкулӑн редакципе издательство пайӗн тӗп редакторӗ Эрбина Никитина Фейсбукра хыпарланичнен пӗлтӗмӗр.
«Die Tschuwaschen. Ein Volk im Schatten der Geschichte» монографи виҫӗ ҫул каялла «Böhlau Verlag» (Кёльн–Вена) издательствӑра нимӗҫле пичетленнӗ. Халӗ унӑн вырӑсла версийӗпе паллашма май пур. Монографие нимӗҫлерен Шупашкарти коопераци институчӗн гуманитари дисциплинисен тата ют ҫӗршыв чӗлхисен кафедрин доценчӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Елена Толстова куҫарнӑ.
Андреас Каппелер 2011 ҫулта Чӑваш Ене килсен эпир маларах асӑннӑ институтра пулнӑ. Унти ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен Леонид Таймасов проректорпа туслашнӑ. Ҫавӑнтанпа аслӑ шкул Австри ӑсчахӗпе туслӑ ҫыхӑну тытать.
Паян Шупашкарта Раҫсейри вулавӑшсен ХVIII форумӗ уҫӑлнӑ. «Библиокараван–2019» мероприятие Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Раҫҫейри вулавӑшсен тытӑмӗ, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ йӗркеленӗ.
Форум теми — «Библиотека как центр культурного многообразия: перспективы развития в региональном пространстве» (чӑв. Вулавӑш — культура нумай енлӗхӗн центрӗ: регион хутлӑхӗнчи аталану малашлӑхӗ). Асӑннӑ тема, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ытти вулавӑшсене шӑпах кӑсӑклантарнӑ та. Ҫавна май форума ҫӗршывӑн 48 регионӗнчи 400 ытла профессионал килме кӑмӑл тунӑ. Ҫав йышра — Калининградран пуҫласа Сахалин тӑрӑхӗнчи культура сферинче тӑрӑшакансем. Патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем те пур.
Мероприяти паян 10 сехетре Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче уҫӑлнӑ.
Раҫҫей Правииельстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗпчевӗсен институчӗн пуҫлӑхӗ Алексей Зубец экономика кризисӗн ҫӗнӗ индексне кӗртес шухӑшлине пӗлтернӗ. Институт сӑмакун туса илнин индексне кӗртесшӗн.
«Российская газета» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Финанс университечӗн специалисчӗсем ҫӗршывӑн пысӑк тата вӑтам хулисенче пурӑнакансем хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Сӑмакун чи нумай юхтаракан хуласен шутӗнче — Чӗмпӗр, Саранск, Аҫтӑрхӑн, Липецк тата Новороссийск.
Сӑмакун юхтарни тата ӗҫни, тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗршыври экономика тӑрӑмне палӑртакан индикаторсенчен пӗри. Зубец шухӑшланӑ тӑрӑх, экономика йывӑрлӑхне пула халӑх хӑй эрех-сӑра туса илме е йӳнӗ эрех туянма пуҫлать.
Тури чӑвашсен музейӗнче (вӑл Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ) Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗн Инна Лялинан куравӗ уҫӑлнӑ.
«Халӑх юррин янравӗ» курава художник халӑх юррисен сюжетне тӗпе хурса ӳкернӗ 28 ӗҫе тӑратнӑ.
Инна Лялина Йӗпреҫ районӗнче 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Свердловскри архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Инна Лялина – архитектор тата педагог-художник. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче, Мускаври патшалӑх культура тата ӳнер университетӗнче ӗҫленӗ.
Инна Лялина республикӑри, ҫӗршыври куравсене вӗҫӗмех хутшӑнать. Шупашкарта унӑн уйрӑм куравӗсем темиҫе те ӗҫленӗ. Тури чӑвашсен музейӗнче Инна Лялина ӗҫӗсен куравӗ кӑҫал маларах та уҫӑлнӑ. Н.В. Никольский музейӗнче те унӑн ӗҫӗсемпе паллашма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |